МУХТАВЛĂ ТИМĔРСЕН

Ода Тимерсянцам написана 2015 году
в соавторстве с Кондр-Тимер.

Епле мухтавлă ял эс, Тимĕрçен, 
Вăта, Анат- и,- чаплă пур енчен,
Юман та Тимĕр, халăх шăпинче , 
Чăн улăпсем ÿстернĕ çĕр çинче!

Кармуç Ваньки — çав палăрнă ăсчах,
Ăс-тăнлă çын, пĕр чап ЧĂВАШЛĂХРА,
Вăл тимĕртен шăратнă çĕн вучах,
Ун пин ĕçĕсем вăй пуласлăхра!

Эс, Тимĕрçен, чăн çирĕп хурçă пек,
Тÿпе çинче сан çăлтăрлă шăпу,
Сан ачусем кĕрнеклĕ, Юман пек-
Тĕп тĕрĕс çул çинче сан урапу... 

Малта ялан çыравçă Аниççе,
Ун çумĕнче кĕрнеклĕ пĕр Юман,-
Аталанса хунанă çул çинче
Чăваш чĕлхи кая юлса пыман!

Пĕрремĕш сăвăç Ваççа Аниççи,
Чăваш хĕрарăмĕн шăпи хĕн-хур,
Кашни сăмахĕ унăн чун уççи,
Унта пуласлăх ĕмĕчĕ те пур!

Итеç - вăл пулнă чаплă хушамат,
Пĕрремĕш поэтессă чăвашра,
Хĕрарăмран та сăвă янăрать
Нушаллă та асаплă пурнăçра.

Ав, «Чĕмпĕр чулĕ калаçать» паян,
«Чĕре çĕввисем» чун-чĕре юсать,
Хĕветĕр ывăлĕ поэт Юман,
Çак ял хăвачĕ, çăлтăрла çунать!

Якур ятне кам пĕлмĕ - паттăр вăл,
Герой ятне те тивĕçнĕ сержант,
Юнне парса кĕрешнĕ: Холхин Гол,
Висла та Одер … «Тивесле салтак!»

Улап пек ЯГУР, чăн чаплă çын ялан,
Тăван Çĕр Шывăм пуç таять ăна;
Воробьев чаваш Герое пулнăран,
Таса хисеп çĕкленĕ çак яла.

Кондр-паттăр пек ÿнерçĕ -ăсчахсем
Илем туптаççĕ халь йĕри-тавра.
Мăнаçлă та, илемлĕ Тимĕрçен,-
Рекеев верентекен те мухтавра!

Пурте пĕрле пуçтарăннă тăван, 
Уçатпăр палăк:- «Ваççа Аниççи»!
Эпир паян малашлăхпа пуян,-
Мăн асаттемĕр — Пăлхар Атăлçи!

Чăн-чăн хисеплĕ ял эс, Тимĕрçен,
Вăта, Анат, Ирсель те пĕр шутра.
Кунти çынсем кĕрнеклĕ те ĕçчен,
Тимĕрпелен Юман кашни ятра!

Шурçăл Лити (Мавлютова Лидия) 
Чаплă Тимĕрçен ял çыннисене чунран ыр сунса парнелетпĕр!
Управление
Снимка на Николай Кондрашкин.

Преглеждания: 74

Коментар

Трябва да сте член на Паметта на българите, за да добавяте коментари!

Включи се в Паметта на българите

Web Analytics